Атте-анне — Ача-пӑча

 

11799Ача пӗчӗкле кӑна аван.Атте-анне — Ача-пӑча
11800Ача ҫитӗнтернӗ вӑхӑтра хӗрарӑм вутлӑ кӗпе тӑхӑнать.Атте-анне — Ача-пӑча
11801Ача ҫуратакан хӑрах урипе леш тӗнчере.Атте-анне — Ача-пӑча
11802Ача ҫуратасси Сарамат кӗперри урлӑ каҫасси мар.Атте-анне — Ача-пӑча
11803Ача тӑвасси алса хывасси мар теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11804Ача туман сӑпкине хатӗрленӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11805Ача тусан вӑта пӳрне кӗскелет.Атте-анне — Ача-пӑча
11806Ача ӳснӗ май нуши те ӳсет.Атте-анне — Ача-пӑча
11807Ача ӳссе ҫитиччен амӑш ҫӑварне алӑ витре пӑх кӗрет.Атте-анне — Ача-пӑча
11808Ача ӳстересси ача вӑййи мар.Атте-анне — Ача-пӑча
11809Ача ӳстернӗ чух хӗрарӑмӑн сад пахчи, ачасем ӳссе ҫитӗнсен — вут пахчи.Атте-анне — Ача-пӑча
11770Ача хырӑмӗ йӑмра ҫулҫи ӳкиччен выҫса каять.Атте-анне — Ача-пӑча
11810Ача хыҫҫӑн каять — ача ӑслӑ.Атте-анне — Ача-пӑча
11811Ача чӗлхине амӑш пӗлет.Атте-анне — Ача-пӑча
11812Ача чӗлхипе Турӑ калаҫать теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11813Ача чух ачашши ҫитӗнсен усал теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11814Ача чухне — анне чӗччи лайӑх, авлансан — арӑм тути тутлӑ.Атте-анне — Ача-пӑча
11771Ача-пӑча вӑйӗ ҫитмесен йӗрсе хӑратать.Атте-анне — Ача-пӑча
11772Ача-пӑча кусси кусаймӑн.Атте-анне — Ача-пӑча
11773Ача-пӑча пӳрт тултарать.Атте-анне — Ача-пӑча
11774Ача-пӑча сак тулли, хӑма хушши пӑх тулли.Атте-анне — Ача-пӑча
11775Ача-пӑча сӑмахне итлекенӗн пурнӑҫӗ юхӑнать.Атте-анне — Ача-пӑча
11777Ача-пӑча сӑмахне итлесен шыва та кайса вилӗн.Атте-анне — Ача-пӑча
11776Ача-пӑча сӑмаххине итлесен пуҫ та пӗтӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11778Ача-пӑча ҫитӗннӗ чух пӗр аллинче вут, тепӗр аллинче — шыв.Атте-анне — Ача-пӑча
11779Ача-пӑча тени вӑл хушман ӗҫе юратать теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11780Ача-пӑча ӳстерес тӗк чӑмӑри хатӗрле.Атте-анне — Ача-пӑча
11781Ача-пӑча ӳстересси вутра ҫуннӑ пек.Атте-анне — Ача-пӑча
11782Ача-пӑча ӳстересси чӑх-чӗп ӳстересси мар теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11783Ача-пӑча ӳстериччен ялти кушака ӳстер.Атте-анне — Ача-пӑча
11784Ача-пӑча хыҫӗнчен каякан пуҫне кӑмака айне чиксе вилнӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11785Ача-пӑча хыҫҫӑн кайнӑ сӗтел ури айне кӗрсе вилнӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11786Ача-пӑча хыҫҫӑн каякан ҫакӑнса вилнӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11787Ача-пӑча чӗри упа ҫумӗнче, ашшӗ-амашӗ чӗри ача-пача ҫумӗнче.Атте-анне — Ача-пӑча
11789Ача-пӑчана ан хӑрат.Атте-анне — Ача-пӑча
11790Ача-пӑчана ашшӗ-амӑшӗ мул париччен ӑс пама кирлӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11791Ача-пӑчана сак урлӑ выртнӑ чухне ҫап, тӑрӑх выртнӑ чух ан ҫап.Атте-анне — Ача-пӑча
11792Ача-пӑчана ӳснӗҫемӗн ӑс кӗриччен пӑх кӗрет.Атте-анне — Ача-пӑча
11794Ача-пӑчана хушиччен хушманни луччӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11795Ача-пӑчана шанакан сӗтел айне пулса вилнӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11796Ача-пӑчана шанакан суккӑр пулнӑ тет.Атте-анне — Ача-пӑча
11797Ача-пӑчасӑр пурнӑҫ малалла каймасть.Атте-анне — Ача-пӑча
11815Ачайӑн ашшӗ вон иккӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11816Ачаллӑ пулма ӑс кирлӗ мар, пӑхса ӳстерме ӑс кирлӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11817Ачаллӑ пӳрт — пасар, ачасӑр пӳрт — масар.Атте-анне — Ача-пӑча
11818Ачаллӑ хур амине апат ҫитмен.Атте-анне — Ача-пӑча
11819Ачамышки-чумышки, пирӗн кокки сакайӗнче, он алсы сак ҫинче.Атте-анне — Ача-пӑча
11820Ачан ачи хӑвӑн ачунтан мала.Атте-анне — Ача-пӑча
11821Ачана ачаша вӗрентсен вӑл ӳссен те ҫавнах пӑхать.Атте-анне — Ача-пӑча
11822Ачана ҫапиччен юпана кайса ҫап.Атте-анне — Ача-пӑча